Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа 8 – мӗш шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне ÿстересси. Кăçал ӑна паллă чăваш çыравçине, куçаруçине, прозăçине, сăвăçне Юрий Скворцова халалланӑ. Унӑн «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илнӗ. Çак акцие Канашри 8-мĕш шкулта вĕренекенсем тата чăваш чĕлхи, кӗҫӗн класс вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Шкултан 11 çын хăйĕн чĕлхе пĕлĕвне тĕрĕслерĕҫ. Хутшӑнакансем çĕнтерĕве халалланă текст кăсăклă пулнине палăртрĕç.